2011 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртрӗ.
Фестивалӗн тӗллевӗ шкул ачисене чӑвашлӑх тӗнчине кӗртесси, чи пултаруллисене, чи тав́ҫӑруллисене палӑртасси пулчӗ.
Конкурса 59 ача хутшӑнчӗ. Вӗсем номинацие кура 3 ушкӑна уйрӑлчӗҫ.
Пӗрремӗш ушкӑнра чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем тупӑшрӗҫ, вӗсем «Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мультимеди презентацийӗсем кӑтартрӗҫ. Презентацире 3 тема пулчӗ: «Ухсай Яккӑвӗ калӑпланӑ ҫын тата ҫут ҫанталӑк сӑнарӗсем», «Юхма Мишши — ача-пӑча ҫыравҫи», «Чӑваш Енӗн тӗнче уҫлӑхне тухнӑ каччисем».
Иккӗмӗш ушкӑн «Ҫӑлтӑрчӑк» номинацире тупӑшрӗ. Кунта вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗсем 5 станци иртрӗҫ: «Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Шахвӑрту сӑмах пуххи», «Чӑваш ҫӗр-шывӗн паллӑ ҫыннисем», «Пирӗн пултарулӑх».
Виҫҫӗмӗш ушкӑна «Шевле» номинаци пӗрлештерчӗ. «Шевле» конкурса Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл «Инҫетри планетӑсен тусанлӑ сукмакӗсем ҫинче юлӗҫ пирӗн йӗрсем…» девизпа иртрӗ. «Шевлеҫӗсем» ӳкерчӗк ӳкерессипе тупӑшрӗҫ.
«Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мала тухнисем:
1-мӗш вырӑн — Анисова Анна (Етӗрне районӗ, Палтай шкулӗ),
2-мӗш вырӑн — Миронова Людмила (Комсомольски районӗ, Хирти Мӑнтӑр шкулӗ),
2-мӗш вырӑн — Павлов Евгений (Элӗк районӗ, Юнтапа шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Зеленкова Анна (Патӑрьел районӗ, Турхан шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Соснова Валентина (Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Смаева Ксения (Шӑмӑршӑ районӗ, Васан шкулӗ).
Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле Чӑваш чӗлхи кунне халалласа, чӑвашла сайтсем тӑвас паха опыта сарас тӗллевпе, «Вӗрентекенӗн чи лайӑх чӑвашла сайчӗ» ята ҫӗнсе илме сасӑлав конкурсӗ ирттерет.
Сасӑлав Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ ценрӗн сайтӗнче ( http://inset.chv.su/) 2011 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланать те 22-мӗшӗнче вӗҫленет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви Тав хучӗпе чыслать!
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвӗ: теори тата шкул практики» темӑпа ӑслӑлӑх конференцине йыхравлать. Конференцие 2011 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче 13:00 сехетре ирттерме палӑртнӑ.
Конференци тӗллевӗ — чӑваш чӗлхинчи сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне теори енчен ӑнлантарасси.
Задачӑсем:
1) сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне пӗр-пӗринчен уйӑрмалли критерисене уҫса парасси;
2) сӑмах пулӑвӗпе форма пулӑвне аслӑ тата вӑтам шкулсен вӗренӳ кӗнекисенче ӑнлантармалли меслетсене палӑртасси.
Конференцие ӑсчах чӗлхеҫӗсене, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене йыхравлаҫҫӗ.
Тухса калаҫма палӑртнӑ темӑсене вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхи кафедрине 2011 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗччен ҫитермелле.
Доклад тезисӗсене «Халӑх шкулӗ» журналта пичетлесе кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. 1,5 хушӑллӑ Times New Roman Chuv шрифтпа пичетленӗ материал 3 страницӑран ытла пулмалла мар.
Институт адресӗ: 428001, Шупашкар х., М.Горький пр., 5 ҫ.
Телефон: 58-47-46; Факс: 58-45-22
Эл.почта: chrio11@cap.ru
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленипе «10-11 классен чӑваш литератури учебникӗсемпе хрестоматийӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫавра сӗтел тӗллевӗ — авторсене учебникпа хрестоматисен ҫӗнӗ кӑларӑмӗ валли сӗнӳ парасси. Калаҫӑва кашни районтанах килнӗ вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Канашлӑва Чӑваш Республикинчи тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Г.Л.Никифоров уҫрӗ. Чи малтанах 10-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекин авторӗ В.Г.Родионов профессор тата 11-мӗш класс вӗренӳ кӗнекин авторӗ Г.И.Федоров профессор сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗ кӗнекесен тытӑмӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.В.Ядранская, Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М.Виноградов, Чӑваш наци лицейӗн вӗрентекенӗ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Е.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |